Кӑҫал республикӑри колхоз театрӗсене пуҫарса янӑранпа 90 ҫул ҫитнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫавна Шупашкар районӗнче тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗҫ те ӗнтӗ. Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вара Патӑрьелте республикӑри халӑх театрӗсен анлӑ фестивалӗ иртӗ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Апашри халӑх театрӗн артисчӗ Владислав Кириллов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, СССР халӑх артисчӗ Борис Алексеев ячӗллӗ Апаш халӑх театрӗ уява хатӗрленсе Н. Угарин пьесипе лартнӑ «Юнланнӑ пӗркенчӗк» спектаклӗн пӗр сыпӑкне сцена ҫине тепӗр хут кӑларас тесе ӗҫлеме тытӑннӑ та.
Ӗнер «Шупашкар – Сӑр» ҫул ҫинче, Шупашкар округӗнчи Ишек патӗнче, «Ниссан Кашкай» кӗпер ҫинчен юханшыва чӑмнӑ. Руль умӗнчи 21 ҫулти водитель Шупашкар еннелле кайнӑ. Салонра пассажир пулнӑ.
Ишек тӗлӗнчи кӗпер ҫинче водитель руле итлеттереймен – кювета кайса кӗпертен чӑмнӑ. Юрать-ха, иккӗшӗ те чӗрӗ юлнӑ. Водителе вырӑнтах пулӑшу кӳнӗ, пассажира пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш наци музейӗ кӑҫал республикӑри темиҫе районта фольклорпа этнографи экспедицийӗ ирттернӗ. Музей ӗҫченӗсем Улатӑр, Пӑрачкав тата Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче пулнӑ май унта вырӑссем 16 ӗмӗртен пурӑннӑ вырӑнсемпе кӑсӑкланнӑ. Экспедицисенчи тата Сӗнтӗрвӑррипе Шупашкар районӗсенчи музейсенчи япаласемпе Чӑваш тӗррин музейӗнче «Русские» (чӑв. Вырӑссем) куравра паллашма пулать.
Шупашкар округӗнче пурӑнакансем Кӑкшӑм юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере хӑйсемех туса хунӑ. Кивви ҫулла йывӑр тиевлӗ машинӑна пула йӑтӑнса аннӑ. Вырӑнти тӳре-шара ҫӗнӗ кӗпере 2025 ҫулта туса пама шантарнӑ. Анчах халӑх кӗтсе ларман – хӑйсем тытса тунӑ. Ӑна бетонран хатӗрленӗ.
Кӗпер мӗнле пулассине Павел Кириллов шухӑшласа кӑларнӑ. Халӑх 400 пин тенкӗ пухнӑ. Кунсӑр пуҫне хӑйсен стройматериалӗсемпе те, техникӑпа та усӑ курнӑ.
Ҫак кунсенче Самар хулинче «Чупура эпир пӗрлӗхре» ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ. Ӑна Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне халалласа ирттернӗ.
Унта пирӗн ентеш, Шупашкар округӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн «кӗмӗл нимеҫи» Роза Алексеева, хутшӑннӑ. Роза Васильевна 65-69 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче 3 ҫухрӑм чупнӑ. Вӑл финиша пуринчен малтан ҫитнӗ.
Палӑртмалла: Роза Алексеева – ветерансен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионкин ятне 18 хут тивӗҫнӗ.
Чӳк, уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар округӗнчи Анаткас-Марги ялӗнче 86 ҫулти кинемей ҫухалнӑ. Христина Васильева килтен ҫӑмӑл тумпах тухса, кайнӑ. Вӑл ӑҫта ҫӳренине унччен хӑй те ӑнланманни паллӑ.
Кинемее тупнӑ. Шел те, вӑл чӗрӗ мар. Ӗнер унӑн виллине тупнине пӗлтернӗ. Кинемее Тутарстанри, Чӗмпӗр тата Чулхула облаҫӗсенчи нимеҫӗсем те шыранӑ.
Ял хуҫалӑхӗ енӗпе ӗҫлӗнӗ чи лайӑх муниципалитетсене палӑртнӑ. Вӗсем – Красноармейски, Шупашкар тата Муркаш округӗсем.
Чи лайӑххисене палӑртнӑ чухне ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен йышне, суту-илӳри тупӑша, тыр- пул тухӑҫне, выльӑх-чӗрлӗх йышне шута илнӗ. Сӗт суса, аш туса илессине те шута илнӗ.
Ҫак виҫӗ муниципалитета 150-шар пин тенкӗ парӗҫ. Ку, укҫапа территорисене хӑтлӑлатӗҫ.
Шупашкар округӗнче ҫӑлкуҫ нумай. Нумаях пулмасть Явӑш ялӗнчи ҫӑлкуҫа хӑтлӑлатнӑ.
Унта утма меллӗ пултӑр тесе ҫул йӗркеленӗ, ҫанталӑк пӑсӑлсан пытанмалли вырӑн хатӗрленӗ, йывӑҫ-тӗм лартнӑ. Ҫапла вырӑн хитре те хӑтла пулса тӑнӑ.
Ку ӗҫе ялти ҫынсем тата Вырӑс географи обществи хутшӑннӑ.
Паян Чӑваш Ен Правительствинче ял хуҫалӑхӗнче тата агропромыгшленность комплексӗнче ӗҫлекенсене иртсе кайнӑ професси уявӗпе чысланӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев тухӑҫлӑ ӗҫленӗ муниципалитетсене чысланӑ. Кӑҫал ку енӗпе Красноармейски, Шупашкар тата Муркаш округӗсем палӑрнӑ. Вӗсене 150-шар пин тенкӗлӗх сертификатсем панӑ.
Агропромышленноҫӗнче тӑрӑшакан уйрӑм ҫынсене илсен, «Вурнарец» обществӑн генеральнӑй директорне Алексагдр Макулина тата «Мураты» кооператив генеральнӑй директорне Геннадий Спиридонова «Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова, «Ядринмолоко» президентне Николай Малова, «Батыревский» общество директорне Петр Ялукова чысланӑ.
Кӑҫал республикӑри колхоз театрӗсене пуҫарса янӑранпа 90 ҫул ҫитет. Ҫавна май Кӳкеҫре тӗрлӗ мероприяти ҫине тӑрсах йӗркелеҫҫӗ.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче унти вулавӑшра, сӑмахран, ҫавра сӗтел иртнӗ. Ыран вара Кӳкеҫре фестиваль пулӗ. Унта вырӑнти хӑй тӗллӗн вӗреннӗ сцена ӑстисемпе, шкул ачисемпе пӗрлех Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем те хутшӑнӗҫ. кун пирки Чӑваш халӑх сайтне Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи культура, туризм, социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Маргарита Павлова пӗлтерчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |